Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, виҫӗ кӑларӑмпа тухнӑ «Синонимсен словарӗн» тата чӑвашла-казахла, чӑвашла-удмуртла словарьсен авторӗ Елизавета Фёдоровна Васильева хӑйӗн юбилейне паллӑ турӗ — 85 ҫул тултарчӗ. Ватӑ тӗпчевҫе ӗҫтешӗсем манмаҫҫӗ, ҫуралнӑ кунӗнче ҫулленех Елизавета Фёдоровна патне хӑнана килсе каяҫҫӗ. Кӑҫал та вӗсем ку йӑлана пӑрахмарӗҫ: Андрей Филиппов пулӑшнипе Элӗк районӗнчи Синер ялне ҫитрӗҫ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Геннадий Дегтярёв, вӗренӳ институтӗнчен Юрий Виноградов тата «Чӑвашкино» директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников.
Шупашкартан ҫитнӗ хӑнасене Елизавета Фёдоровнӑпа пӗрле ывӑлӗ Сергей Викторович тата кӳршӗри хурӑнташӗ Нина Дмитриева хапӑл кӗтсе илчӗҫ.
Елизавета Фёдоровна хӑнасене паянхи кун мӗн ӗҫпе пурӑннине каласа пачӗ. Сывлӑхӗ хавшанӑ пулин те ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ ӗҫ пӳлӗмне чӑнкӑ пусмапа кунне аллӑ хутран кая мар хӑпарса анать. Хӑй каланӑ тӑрӑх ҫакӑ ӑна хавшаклӑха сирме пулӑшать.
Ҫулла пулсан сакӑрвуннӑран иртнӗ тӗпчевҫӗ вӑхӑта ытларах пахчара ирттерет — унӑн йӑранӗсем ҫинче пӗр ҫум та вӑй илеймест.
Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑранпа паян 75 ҫитрӗ. Нумаях пулмасть Раҫсейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пирӗн тӑрӑхра 49 ветеран-блокадник пурӑннине пӗлтерчӗ.
Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларма хутшӑннисем кӑрлачӑн 24-мӗшӗ тӗлне11-ӗн пурӑнни паллӑ. Вӗсене «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. «Блокадӑри Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале тивӗҫнисем 38 ҫын пурӑнаҫҫӗ.
Блокадӑри Ленинград нушине курнисенчен чи асли нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 100 ҫул тултарӗ. Вӑл республика тӗп хулинче тӗпленнӗ. Блокадӑри Ленинградра шӑп та лӑп 75 ҫул каялла ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан кинеми паян 75 ул тултарнӑ.
Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннисем е ҫав вӑхӑта тӳссе ирттернисенчен чылайӑшӗ, пурӗ 34 ҫын, Шупашкарта пурӑнать, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5-ӗн, Канашра — 2-ӗн, Улатӑр хулинче, Элӗк, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче — 1-ер.
Элӗк районӗнче паян икӗ объект уҫӑлнӑ. Вӗсенчен пӗри пирки — район центрӗнче кинозал хута кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Асӑннӑ районти Мӑн Шӗвӗшре вара культура ҫурчӗ хута кайнӑ. Ӑна «Арка» строительство организацийӗ хӑпартнӑ. Объекта тума республика хыснинчен кӑна 13 миллион ытларах тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗтӗмпе вара культура вучахӗ 14 миллион та 281 пин тенке кайса ларнӑ.
Элӗкри кинозала уҫнӑ пуҫлӑхсемпе депутатсем Мӑн Шӗвӗше те пырса ҫитнӗ.
Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев патшалӑх политикине ырласа сӑмах каланӑ. «Ҫӗршыв тата Чӑваш Республики социаллӑ сферӑна аталантарма пысӑк тимлӗх уйӑрать», — тенӗ май вӑл ҫынсене туллин аталанма май панине ӗнентернӗ. Клубсем туни ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатмалли черетлӗ утӑм тесе каланӑ. Мӑн Шӗвӗшре пурӑнакансене вӑл «тухӑҫлӑ ӗҫлеме, пултарулӑхра ӑнӑҫу тата усӑллӑ канма» суннӑ.
Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа пырса ҫитнӗ.
«Нумай та пӗтӗ, сахал та ҫитӗ, тату пурӑннине мӗн ҫитӗ?», — тенӗ Михаил Игнатьев.
«Ҫулталӑк ҫемйи-2018» республикӑри конкурсра Ҫӗнӗ Шупашкарти ултӑ ачаллӑ Ананьевсем ҫӗнтернӗ. Комсомольскинчи Павловсем «Социаллӑ яваплӑ ҫемье», Ҫӗмӗрлери Толстовсем «Спорт ҫемйи», Шупашкарти Яблоковсем «Туслӑ ҫемье», Етӗрне районӗнчи Васильевсем «Пултаруллӑ ҫемье», Элӗк районӗнчи Александровсем «Ӗҫчен ҫемье» номинацисенче палӑрнӑ. Вӗсене кашнинех сумлӑ парнепе хавхалантарнӑ.
Пахчара мӑкӑнь ӳстернӗшӗн республикӑри икӗ ҫынна явап тыттарнӑ. Вӗсене иккӗшне те тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кивьял Хапӑс ялӗнче 43 ҫулти арҫын мӑкӑнь улӑмӗ пухнӑ, ӑна вӑл килӗнче упранӑ. Пӗтӗмпе унӑн 178 грамм улӑм пулнӑ. Темиҫе кун ирсен хайхискере полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Ҫак арҫынна кӳрши пахча ҫумлама ыйтнӑ-мӗн, ҫумкурӑка тислӗк купи ҫине пеме каланӑ. Анчах ку мӑкӑньсене хӑйӗн валли илнӗ. Арҫын айӑпне йышӑннӑ.
Тепӗр тӗслӗх Элӗк районӗнчи Кораккасси ялӗнче пулнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм ҫу уйӑхӗнче пахчара мӑкӑнь ӳссе тухнине асӑрханӑ. Анчах вӑл вӗсене тӑпӑлтарман, шӑварсах ӳстернӗ. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче полицейскисем 145 тӗмме тӑпӑлтарнӑ. Хӗрарӑм вара айӑпне йышӑнман.
Красноармейски район сучӗ ачасене шкула автобуспа турттарма хистекен йышӑну кӑларнӑ. Унта сӑмах Ураскилт шкулӗнче 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем пирки пырать. Прокуратура тата суд шухӑшланӑ тӑрӑх, Элӗк район администрацийӗн ҫавсене вӗренӳ учрежденине тата киле автобуспа турттармаллах.
Ураскилт ял тӑрӑхне кӗрекен Мӑн Тукташ, Кӗҫӗн Тукташ, Шӗнтреш, Тури Вылӑ ялӗсенче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене Ураскилте автобуспа турттармаҫҫӗ тесе район прокуратурине евитленӗ.
Ушкӑнпа шӑрҫаланӑ ҫырӑва Элӗк район прокуратури тишкернӗ те аслисем тӗрӗсех пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Ачасен правине хӳтӗлесе надзор органӗ суда ҫитнӗ. Элӗксен ӗҫне Красноармейски район сучӗ (унтисенне ҫавӑнта тишкереҫҫӗ) ачасене майлӑ йышӑну кӑларнӑ.
2019 ҫулта Чӑваш Енре ялсенче вырнаҫнӑ 30 шкулта спортзала юсӗҫ. Ку тӗллевпе федераци хыснинчен - 28,2 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 902 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ӗҫе муниципалитетсем те тӳпе хывӗҫ.
Улатӑр, Патӑрьел, Элӗк, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Тӑвай районӗнсенче икшер шкула юсаса ҫӗнетӗҫ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Елчӗк тата Вӑрмар районӗсенче пӗрер шкул валли укҫа уйӑрнӑ. Канаш тата Етӗрне районӗсем чи телейлисем – вӗсенче виҫшер спортзал ҫӗнелӗ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре юлашки 5 ҫулта 150 шкулта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Хальлӗхе вӗренӳ учрежденийӗсен 7 проценчӗ вуҫех те спортзалсӑр.
63 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш енри следстви управленийӗ хыпарлать.
Следстви верси тӑрӑх, тивӗҫлӗ канури хӗрӗнкӗ арҫын Элӗк районӗнчи пӗр ялта хӑй кӑштах палланӑ хӗрӗн килне кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнаканскер ашшӗ еткерлӗхе хӑварнӑ пӳртне килнӗ. Эрех сыпнӑ арҫын пикене пӳрте сӗтӗрсе кӗнӗ, унта хӑмсарса, куҫне чиксе шӑтарассипе хӑратса эрех ӗҫтернӗ, унтан мӑшкӑлланӑ, киревсӗр ытти ӗҫ те тунӑ. Кӑштахран хӗр тухса тарнӑ, тӑванӗсем патне ҫитнӗ. Лешсем полицие систернӗ, арҫынна тытса чарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче хайхи арҫыннӑн путсӗрле тепӗр ӗҫӗ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл 61 ҫулти ентешӗн икӗ аяк пӗрчине ҫапса хуҫнӑ.
Сӑмах май, ун пирки 6 хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 1976 ҫулта вӑл ҫынна вӗлерме тӑнӑ, 1999 ҫулта ҫынна вӗлернӗ. Ытти ӗҫӗсем те хӑрушӑ: хӗрарӑма мӑшкӑлланӑ, ҫынна пусмӑрланӑ... Пурӗ пӗрле тӗрмере вӑл 28 ҫул ларнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, IV ялти кинофестиваль вӗҫленет. Пилӗк кунлӑх кӑҫалхи мероприятие тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале темиҫе вырӑнта йӗркеленӗ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑна юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Пархикассинчи информаципе культура центрӗнче уҫнӑ.
Ун хыҫҫӑн киномобиль ытти района ҫул тытнӑ. Етӗрне районӗнчи Хучашри пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулта, Элӗк районӗнчи Юнтапари ифнормаципе культура центрӗнче, Муркаш районӗнчи Калайкассинчи А.Г. Николаев ячӗллӗ вӑтам шкулта пулса кино кӑтартнӑ.
Ктнофестиваль вӑхӑтӗнче «Мое чувашское дело» тата «И.Я. Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильмсене кӑтартнӑ. Вӗсене «Чӑвашкино» киностудире тата электрон документацин архивӗнче хатӗрленӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх университечӗн ӗҫченӗн, профессорӑн, чӑваш чӗлхеҫин Виталий Сергеевӑн куҫӗ хупӑннӑ.
Виталий Иванович 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мартынкассинче ҫуралнӑ. Хӑйӗн пӗр аса илӗвӗнче вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ун чухне вӗсен тӑван ялӗ Красноармейскине кӗнӗ, каярах Элӗк районӗн йышне лекнӗ. «Вырӑнӗ питӗ илемлӗ, Сурӑм вӑрманӗ ҫумӗнче, шывлӑ-вӑрманлӑ, кайӑклӑ», — ӑшшӑн каласа кӑтартнӑ вӑл 2011 ҫулхи кӗркунне.
Хӑй вӑхӑтӗнче шкулта ачасене 4 чӗлхепе — чӑваш, вырӑс, акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисемпе — вӗрентнӗ вӑхӑта педагог ӑсталӑхне туптама май панӑ ҫулсем тесе аса илнӗ.
«Ӑшӑ кӑмӑллӑ. Ӑслӑ. Ҫиччӗ виҫсе пӗрре касакан», — тесе хаклаҫҫӗ профессора унӑн ЧПУри вӗренекенӗ пулнисем.
Виталий Сергеева юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тӑван ялӗнче пытарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |